Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Творчествăри аталанушăн - стипенди

ЧР Президенчĕн 2008 çулхи кăрлач уйăхĕн 14-мĕшĕнче кăларнă Хушăвĕпе килĕшÿллĕн республикăри пултаруллă çамрăксем Президентăн 1500 тенкĕлĕх ятарлă стипендине илĕç. Ăна студентсемпе çамрăксен представителĕсене творчествăри пысăк ăнтăлушăн уйăхсерен 2008 çул тăршшĕпех параççĕ.

Пирĕн районтан асăннă стипендие илме çаксем тивĕçнĕ: Александра Узянова – Элĕкри пĕтĕмĕшле вăтам пĕлÿ паракан шкулта вĕренекен, Нина Егорова – савăнăçлисемпе хаваслисен “АЙС хроникĕсем” клубĕн ертÿçи, Евгений Ефимов – район администрацийĕ çумĕнчи Çамрăксен правительствин членĕ, Кристина Львова тата Наталия Михайлова – Ехремкассинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта вĕренекенсем, Ольга Нестерова – И.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн студентки, Владимир Пантелеймонов – Чăваш патшалăх юрăпа ташă ансамблĕн артисчĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
23 января 2008
00:00
Поделиться
;