Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Ял çынни выльăхсăр пурăнмасть

Харпăр хăй хушма хуçалăхĕсен иртнĕ çулхи ĕç кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнĕ. Кăçалхи кăрлачăн 1-мĕшĕ тĕлне ял çыннисен хуçалăхĕсенче мăйракаллă шултра выльăхсем 8943 пуç шутланнă. Çакă вăл районти мĕн пур ĕне выльăхсен 67 проценчĕ пулать.

Харпăр хăй хушма хуçалăхĕсем 5087 ĕне (76 процент), 1374 сысна (40 процент), 10190 сурăх (100 процент), 17620 кайăк-кĕшĕк (100 процент) тытаççĕ. Иртнĕ çул ял çыннисем 4108, 2 тонна аш-какай, 19522, 3 тонна сĕт, 3247 штук çăмарта туса илнĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
23 января 2008
00:00
Поделиться
;