Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Арçын ĕçне пурнăçланă

Çăмăлах пулман Кĕçĕн Тăванта сакăр теçетке çул каярах çуралнă Галина Мурзакован пурнăçĕ. Ашшĕ Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче пуçне хурать. 13 çула çитнĕ Галя тăван колхоз уй-хирĕсенче ĕçе пикенет, каярахпа фермăра тĕрлĕ ĕçсенче тимлет. Мĕн тетĕр, колхоз çыннисемпе вăрман ĕçлеме те ÿркенмест. Амăшĕсемпе пĕрле пĕве çитейменнисен те арçын ĕçне пурнăçлама тивнĕ çав тертлĕ вăхăтра.

Ÿсерехпе Галина ялти чи чипер хĕр пулса тăрать. Кам курмасть, кам ытармасть пуль унашкал пикене? Петр Мурзаков, Тени каччи, вĕçертмест çак чиперккене, 1952 çулхине алă парать те мăшăрланса çемье тăвать. 5 ача пăхса ÿстереççĕ Мурзаковсем: тăватă ывăлпа пĕр хĕр. Пурте халĕ хăйсен ĕç вырăнне тупнă.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
26 января 2008
00:00
Поделиться
;