Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Малтисен ретĕнче

Родник” обществăри Çирĕккассинчи фермăсене чылайранпа Валентина Андреева ертсе пырать. Кунти ĕç коллективĕсен кăтартăвĕсем те лайăх. 2006 çулта фермипе 2813 центнер сĕт суса илнĕ пулсан, 2007 çулта – 3649 центнер.

Выльăх-чĕрлĕх самăртакансем те ÿсĕмлĕ ĕçлени куçкĕретех. Виçĕмçул аш-какай 209, 8 центнер туса илнĕ пулсан, пĕлтĕр – 275, 71 центнер. Ăнăçлăх ĕне выльăхсене лайăх хушăнтарса пынинчен килнĕ. Вăкăрсемпе тынасем иртнĕ çул талăкра 578-шар грамм ÿт хушнă.

Пăру илессипе те çитĕнÿ тунă çирĕккассисем. Çамрăк выльăхсене 109 пуç алла илнĕ, унчченхи çулхи кăтарту 71 пуçран иртмен. Пĕлтĕр кашни 100 ĕнерен 100 пуç пăру илни – ыттисемшĕн ырă тĕслĕх.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
26 января 2008
00:00
Поделиться
;