Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Такăр çул пулĕ

ЧР Президенчĕн Указне пурнăçласа, Йăлкăш ял тăрăхĕнче икĕ ял патне хытарнă çулсем çитертĕмĕр. Пĕлтĕр Пĕчĕк Йăлкăш ялне çити 200 метр чул сарнă, Уйкас ялĕ таран 400 метр асфальт сарнă. Изванка ялĕнчи Мир урамне те çуррине асфальтларăмăр.

Кăçал Ярушка ялне каякан çула тĕпрен юсаса çĕнетме палăртнă. “Чăвашавтодор” строителĕсем хатĕрленÿ ĕçĕсене тытăнчĕç. Çапла çывăх вăхăтрах ял тăрăхĕнчи пур ялсене те çăмăллăнах кĕме майсем пулĕç.

Пур ялсене те çитме условисем лайăхланни савăнтарать. Çав хушăрах çул-йĕр строительстви енĕпе умра пурнăçламалли те сахал мар-ха. ЧР Президенчĕн ялсенчи çулсене тĕпрен çĕнетмелли программи вара шанăç кÿрет.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
26 января 2008
00:00
Поделиться
;