Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Вĕренекенсем çĕнтерÿçĕсен йышĕнче

Районти олимпиадăсенче палăрнă вĕренекенсем хальхи вăхăтра республикăрисене активлă хутшăнаççĕ. Элĕк шкулĕнче 9-мĕш класра вĕренекен Евгений Николаев хăйĕнчен пĕр çул аслисенчен истори предметне лайăхрах пĕлнине кăтартрĕ, республикăра 10-мĕш класра вĕренекенсем хушшинче иртнĕ олимпиадăна хутшăнса пĕрремĕш вырăна çĕнсе илчĕ. Нимĕç чĕлхипе те асăннă шкулти вĕренекенсем С.Захаровăпа О.Петрова палăрчĕç, республикăра виççĕмĕш вырăна тухрĕç. Биологи предмечĕпе Тавăт шкулĕнчи И.Петров виççĕмĕш вырăна тивĕçрĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
26 января 2008
00:00
Поделиться
;