Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Чирлĕ çынсене сывă тухтăр сиплетĕр

Çĕршывăмăр аслă, вун-вун регионта – пин-пин организаципе предприяти. Тĕрли пур вĕсен хушшинче: юлашки сывлăшне кăлараканни те, тĕнче тĕлĕнмеллĕх ăнăçтарса ĕçлекенни те. Иккĕмĕш ушкăна лекме, палах, çăмăл мар, сахал мар тар юхтарма, вăй хума тивет. Элĕк район больницинче ĕçлекенсем вара çĕршыв шайĕнче палăрма кăна мар, çĕнтерме те пултарнă! Савăнăçа «Чăваш хĕрарăмĕн» вулаканĕсемпе пайлама хаçат тĕпелне больницăн тĕп врачне В.В.Архиповăна «Мускав-Шупашкар» пуйăсран ансанах чĕнтĕмĕр.

- Василиса Владимировна, конкурсра нумай организаципе тупăшма тиврĕ-и.

-Тĕрĕссипе, унта питĕ сумлă нумай предприяти-организаци хутшăнчĕ: «Газпром» таранах. Палах, эпир вĕсемпе тупăшаймарăмăр. Пĕчĕк предприятисене уйрăм номинацире чысларĕç. Çакна палăртмалла: çывлăх сыхлавĕ енĕпе ĕçлекен хулари организацисем кăна хутшăннă конкурса, ытларах- санаторисем. Ял больницисенчен Раççейпе те – эпир кăна.

- Питĕ хăюллă утăм-çке ку!

- Çаплах каласа саламларĕç конкурса пĕтĕмлетнĕ май.

- Çапах çĕнтерÿçĕсен йышне лекме мĕн пулăшнă-ха сире.

- Конкурс йĕркелÿçĕсем çак тĕллевсене палăртнă: ĕç условийĕсене лайăхлатасси, ĕçлекенсене социаллă гарантипе тивĕçтересси, çынна сыхласа упрасси, сывлăхне упрасси, сывă пурнăç йĕркине пропагандăласси. Эпир, чăн та, ку ыйтусемпе тахçаннах ĕçлетпĕр-ха. Профком коллективĕ спорта явăçтарать. Больница ĕçченĕсене – авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнче, тин çуралнă пепкене больницăран илсе тухнă чухне – пĕрер кун, мăшăрланнă чухне виçĕ кун канма ирĕк паратпăр. Шалăва катмасăр. Конкурсра нумай критерие шута илнĕ. Ĕç условийĕсене лайăхлатас енĕпе, сăмахран, иртнĕ çул эпир çын пуçне 5 пин тенкĕ тăкакланă. Ĕçлекенсене 100 проценчĕпех аттестацилленĕ.  Унсăр пуçне юлашки 10 çулта профчирсемпе никам та аптраман, 5 çул ĕнтĕ производствăра никам та аманман. Çаксене йăлт шута илнĕ.

- Чи кăсăкли вара....

- Çакă пулĕ. Коллектив килĕшĕвĕ тăрăх, 5-6 çул ĕнтĕ сывă пурнăç йĕркине  пăхăнтаракансене 3 пин тенкĕ преми парса хавхалантаратпăр. Тĕп услови: чĕлĕм туртмалла мар. Икĕ-виçĕ уйăх кăна мар, виçĕ çул пачах мăкăрлантармалла мар. Телее, хĕрарăмсем хушшинче туртакансем пачах çук пирĕн. Арçынсен хушшинче вара хальлĕхе – икĕ номинант. Пĕри туртма пăрахнăранпа икĕ çул çитрĕ, тепри пируспа çулталăк каялла сыв пуллашрĕ. Вĕсем текех мăкăрлантарса ямасса шанатпăр ĕнтĕ.

- Василиса Владимировна, çĕршыв шайĕнче çĕнтерсе Раççей Правительствин Хисеп хутне тивĕçнĕ ятпа сире тата коллектива саламлатпăр. Пархатарлă çĕрте ăнăçусем сунатпăр.

Вулакана вара тата çакна пĕлтерес килет. Çак çĕнтерÿ çăлтăр евĕр – ăнсăртран – персе анман тÿперен. Куллен тăрăшса ĕçленин пĕтĕмлетĕвĕ вăл, коллектив ăнăçу картлашкипе çÿлерех хăпарнă тепĕр утăм. Маларах вара Чăваш Енре çĕнтернĕ Элексем. Иртнĕ çул республикăра «Чи лайăх район больници» ята тивĕçнĕ В.В.Архипова ертсе пыракан коллектив. Çапла утăм хыççăн утăм тăвать больница. Çак кунсенче вара Элĕк хĕрарăмĕсене тата тепĕр лайăх хыпарпа савăнтарасшăн шурă халатлисем. Пĕр вăхăт хупă тăнă хыççăн ĕнер кунта ача çуратмалли уйрăм каллех хута кайнă. Хупă тăнин сăлтавĕ те кăмăллă: уйрăмра чаплă юсав ĕçĕсем ирттернĕ. Ĕнтĕ районта пурăнакан хĕрарăмсем кăна мар, пулас ашшĕсем те, çак ята илтсе ĕлкĕрнисем те кăмăллă пуласса шанас килет.

Сыв пуллашнă май малашлăхри ĕмĕчĕсене те пытармарĕ Василиса Владимировна: поликлиникăпа стационара çыхăнтаракан пайра та юсав ĕçĕсем пуçласшăн. Çапла ĕнтĕ каннăçсăр хĕрарăм чунĕ: тĕпеле илем кĕртсен пĕтĕм çурчĕпех çав шая çитерес килет...

 



"Чăваш хĕрарăмĕ"
16 февраля 2008
00:00
Поделиться
;