Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Пасарĕ пĕрле те телейĕ уйрăм

«Кĕрлет шавлать хула пасарĕ» теме хăнăхнă та эпир, Элĕкĕн те унтан юлмасть авă. «Ах, çав ачасемпе, артистсене çаврăнса кайрĕç те, çипуçне яланах туянмалла, - мана курсан аякранах «мĕн туянасшăн.» ыйтăва хравласа хыттăн калаçма пуçларĕ пĕлĕшĕм. – Бандан кирлĕ тет-и. Мускава ташлама каяççĕ те... Гастрольтен гастроле кăна чупаççĕ. Ара, кĕçĕн ывăлăм пирки калатăп – иç! – Эпĕ сăмах чĕнменнине кура малалла ăнлантарма пуçларĕ хайхи. – Ара, пуçа çамка тĕлнелле çыхмалли хура косынка шыратăп. Ташлама çавăн пеки кирлĕ тет». «Элĕк пасарĕче ун пеки те пур-и.» - чăннипех тĕлĕнтĕм эпĕ. «Эй, халь хамăр патрах темĕн те пур, хулана кайса çÿремелле мар. Укçуна тÿллесен киле пырсах параççĕ».

Чăн та, йăлт пур Элĕк пасарĕнче. Пĕри унта-кунта йÿнĕпе туянса хаклăрахпа ярăнтарма тăрăшать, тепри вара ал ĕçĕпе йÿнеçтерсе пурăнать. Ял историйĕпе кăсăкланакан А.Фадеевпа калаçса пĕлнĕччĕ-ха: Шураçсем мĕн ĕлĕкех çĕр ĕçлесе, выльăх самăртса кăна пурăнман, мĕн авалтанах ал ĕçĕпе аппаланасси вăй илнĕ ку ялта. Шураçсем йывăçран касса ăсталанă япаласене сутма инçетри пасарсене те çÿренĕ ĕлĕкех. Ырă йăлана кунта халĕ те пăрахăçа кăларман. Хитре те тăпăлкка уйран çÿпçи, чăмăр хырăмлă йĕкесем патĕнче чарăнса тăрсах кăсăклантăм. «Хуçи – Шураçсем», - пĕлтерчĕç кÿршĕсем.

Хыпар пĕлме пасара тухмалла. Университетран вĕренсе тухнăранпа та курман, пасарта тĕл пулнă тантăшăм сухалсах кайрĕ малтан. Кайран шалт тĕлĕнтерсе ячĕ: «Хирлеппуçĕнчи шкул хупăнсан ăçта ĕçлесе çитрĕм. Халĕ нотариус патĕнче вăй хуратăп». «Укçине кĕреçепе хыратăн пулĕ.»- кĕвĕçес шухăш та пур манн Ÿвăт ача!Ÿ. «Çапла пулмасăр!» - алне лашт! сулчĕ тантăшăм.

Хăвăртах саланать пасар. Юр çийĕн лавне йывăррăн туртса пыракан хĕрарăма сăмах хушмасăр иртейместĕп: «Çулла çĕр тăрăх шумасть вĕт-ха.» «Çулла вăрă сутмастăп. Халĕ акă агроном пуçăмпа намăс курса пыратăп. Хуçалăх саланса кайрĕ те... Икĕ ачам та аслă шкулта вĕренет. Пĕчченех çитĕнтеретĕп. Укçа çитмест...» «Ĕçлесе илнĕ укçаран мĕн вăтанмалли – ясар туни те, вăрлани те мар-çке...» - лăплантарма тăрăшатăп хĕрарăма.

Кĕрлет, шавлать Элĕк пасарĕ. Хуларинчен пĕрре те кая мар...



"Чăваш хĕрарăмĕ"
16 февраля 2008
00:00
Поделиться
;