Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Ял çыннисем спорта юратаççĕ

Тавăт ял тăрăхĕнчи Тавăтри вăтам шкулта спорт мероприятийĕсем иртрĕç. Вĕсен тĕллевĕ – ял çыннисене физкультурăпа спорта явăçтарасси, сывă пурнăç йĕркине пропагандăласси.

Программăра – волейболла вылясси, кире пуканĕ çĕклесси, пăшалтан тĕл пересси. Волейболла вылянă çĕре пиллĕк команда хутшăнчĕç. Вăтам шкулти вĕрентекенсен йышĕ пĕрремĕш вырăна тухрĕ. Иккĕмĕшсем – Шураç ялĕнчи арçынсем. Виççĕмĕш вырăна кĕçĕнтăвансем çĕнсе илчĕç. Мала тухнисене дипломсем, парнесем парса чыс турăмăр.

Культура учрежденийĕсенче хавхалану кÿрекен мероприятисем иртрĕç. “Браво папа, браво сын!”, “А ну-ка, парни!” конкурссем савăнăçлă самантсем парнелерĕç.

 



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
01 марта 2008
00:00
Поделиться
;