Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Куравран медальпе

Мускавра, Пĕтĕм Раççейри курав центрĕнче, “Çĕр улми. Пахча çимĕç тата улма-çырла” ятпа çĕр-шывсен хушшинчи курав иртнĕ. Çĕр улми туса илекен 150-а яхăн хуçалăх, Раççейĕн тата чикĕ леш енчи çĕр-шывсен наука организацийĕсем хăйсен экспозицийĕсене курав павильонне вырнаçтарнă. Элĕк районĕнчен унта “Возрождение”, “Журавлев”, “Исаев”, “Волков” фермер (хресчен) хуçалăхĕсем хутшăннă. Çĕр улми ăстисем курава пыракансене ял хуçалăх культурисен чи лайăх сорчĕсемпе, çав шутра çĕр улмипе паллаштарнă.

“Журавлев” фермер (хресчен) хуçалăхĕ куравран ылтăн медальпе таврăннă. “Возрождение” фермер (хресчен) хуçалăхĕ кĕмĕл медале тивĕçнĕ.

 



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
05 марта 2008
00:00
Поделиться
;