Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Сăваплă вырăнта пулни асра юлĕ

Ырă ĕçсен çулталăкне тухăçлă ирттерес тесе Элĕкри социаллă хÿтлĕх пайĕ комплекслă план туса хатĕрленĕ. Унпа килĕшÿллĕн февраль уйăхĕнче районти шкулсенчи вунă инвалид-ачана Улатăрти арçынсен монастырне илсе кайса килессине йĕркелерĕç.

Пахомий атте ачасене кăмăллăн кĕтсе илчĕ, вĕсене пурне те пил пачĕ. Монастырĕн историне пĕлме ачасене интереслĕ пулчĕ. Сывлăх енчен хавшак пĕр хĕр ачана çуллахи вăхăтра монастыре килсе кĕлĕсем вуласа сипленме сĕнчĕ. Ачасен сывлăхĕшĕн кĕл тума вĕсен ячĕсене ыйтса пĕлсе юлчĕ. Сăваплă вырăна çитсе курни нумайлăха ачасен асĕнче пулĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
05 марта 2008
00:00
Поделиться
;