Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Ветеринарсем – ача çурчĕнче

Элĕкри ветеринари службин коллективĕ çак кунсенче Çĕмĕрле районĕнчи “Елочка” ача çуртне çитсе килчĕ. Выльăх чир-чĕрĕсемпе кĕрешекен ĕçченсем Ырă ĕçсен çулталăкне тăлăх ачасене пулăшнинчен пуçларĕç. Тăлăх-туратсем валли вĕсем укçа-тенкĕ пухнă.

Хăнасене ача çурчĕн директорĕ Л.М.Шипкаренко ăшшăн кĕтсе илнĕ, кăçалхи плансемпе тата тĕллевсемпе паллаштарнă. Кунта ĕçлекенсем вĕсене ача çуртне кăтартса çÿренĕ, ачасемпе тĕл пулу ирттерессине йĕркеленĕ. Интернатри ырă лару-тăру элĕксен кăмăлне çĕкленĕ. Хăнасем кунти ачасене асăнмалăх кĕнекесем, ÿкерчĕксем, энциклопедисем, электрочейниксем парнеленĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
05 марта 2008
00:00
Поделиться
;