Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Юрлать тăван ялăм

Районта “Юрлать тăван ялăм” ятпа ял тăрăхĕсен, хуçалăхсен, предприятисемпе организацисен художество пултарулăх коллективĕсен смотр-отчечĕ иртрĕ. Унта 12 ял тăрăхĕнчи 30 пултарулăх коллективĕ хутшăнчĕ.

Нарăсăн 28-мĕшĕнче Элĕкри культурăпа кану центрĕнче смотр-отчетăн гала-концерчĕ пулчĕ. Художество пултарулăх коллективĕсем чи лайăх номерĕсене халăх умĕнче кăтартрĕç. Смотрта Элĕк ял тăрăхĕн художество пултарулăх коллективĕ çĕнтерчĕ, ăна музыка центрĕ парса чысларĕç. Иккĕмĕш вырăнта – Вутлан тата Тавăт ял тăрăхĕсен коллективĕсем. Тени, Ехремкасси, Чăваш Сурăм ял тăрăхĕсенчи юрă-ташă ăстисем – виççĕмĕшсем. Смотр-отчета хутшăннă коллективсене асăнмалăх парнесемпе хавхалантарчĕç.

 



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
05 марта 2008
00:00
Поделиться
;