Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Ална пар, чипер çуркунне!

Пуш уйăхĕн 8-мĕшĕнче – Пĕтĕм тĕнчери Хĕрарăмсен кунĕнче – районта йăлана кĕнĕ Хĕл ăсатăвĕн уявĕ иртрĕ. Элĕк салинчи культурăпа кану центрĕ умĕнчи лапамра ирех халăха уява йыхравласа хаваслă кĕвĕ янăрама пуçларĕ.

Кĕçех çынсем те пухăнма тытăнчĕç, суту-илÿ лавккисемпе киоскĕсем уçăлчĕç.

Хĕл ăсатăвĕн уявне район пуçлăхĕ А.Платонов уçрĕ. Вăл район çыннисемпе хăнасене ăшшăн саламларĕ, пурне те çирĕп сывлăх, ырă кăмăл, ăнăçусем сунчĕ. «Иртсе кайнă çулталăк районшăн япăхах пулмарĕ, производствăра та, социаллă сферăра та ÿсĕмсем курăнчĕç. Районăн кашни отрасльтех лайăх кăтартусем тума майсем çителĕклĕ», – терĕ Анатолий Иванович.

Пухăннисене уяв ячĕпе ыттисем те саламларĕç, ăнăçу сунчĕç.

Кун хыççăн театрализациленĕ кăтарту пуçланчĕ, сивĕ Хĕле ăсатса чипер Çуркуннене кĕтсе илчĕç. Акă, халăх умне шур сухаллă Хĕл хуçийĕ тухса тăрать. Вăл Элĕк çыннисемпе кăмăллăн сывпуллашать те “пурнăç тилхепине” Çуркуннене ырă сунса тыттарать, çулталăкра пухăннă çылăхсемпе усал йăх-яха пĕтерме сунса улăм кĕлеткене чĕртсе ярать.

Пухăннисене художество пултарулăх ăстисем хаваслă юрă-ташăпа, такмаксемпе, шÿтсемпе савăнтарчĕç. Уява капăрлатнă лашасем илем кÿчĕç, çынсене çуна çине лартса ярăнтарчĕç. Спорт ăмăртăвĕсемпе вăй-хал вăййисем те çивĕч иртрĕç. Сутуçăсем уява килнисене тутлă çимĕçсемпе, вĕри чейпе сăйларĕç.

Хĕл ăсатăвĕн уявĕ Пĕтĕм тĕнчери Хĕрарăмсен кунĕпе пĕр килнĕрен каччăсемпе арçынсем хĕрсемпе хĕрарăмсене ăшă сăмахсем каларĕç.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
12 марта 2008
00:00
Поделиться
;