Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Чун-чĕре хушнипе

Нумаях пулмасть район çыннисем ырă ĕç тунипе палăрчĕç. Элĕкри тĕп больницăра Донор кунĕ пулчĕ. Республикăри юн илекен станци çак мероприятие пирĕн районта тăтăшах ирттерет.

Юнтапа ял тăрăхĕсенче пурăнакансем çавнашкал акцисене хаваспах хутшăнаççĕ. Вĕсенчен пĕри – Чулкаç ялĕнче пурăнакан Зоя Михайловна Константинова. Вăл хăйĕн юнне 10 хут ытла панă. Ку хутĕнче те ырă ĕç татах та турĕ.

Кивкас ялĕнчи Анатолий Степанович Степанов та хисеплĕ донор. Вăл кăçал 60-мĕш хут юн пачĕ. Çак пархатарлă ĕçе чун-чĕре хушнипе, инкеке лекнĕ çынсене çăлас тĕллевпе тăвать А.Степанов.

 



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
12 марта 2008
00:00
Поделиться
;