Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Фестиваль çĕнтерÿçисем

Ачасен тата çамрăксен пултарулăхне аталантарас, ăсталăхне ÿстерес тĕллевпе Элĕкри ача-пăча тата çамрăксен пултарулăх центрĕнче “Искусствăсен асамат кĕперĕ” фестиваль кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнĕ. “Халăх ал ĕç искусствин хатĕрĕсем” номинацире Элĕк шкулĕнче 10-мĕш класра вĕренекен Михаил Шлябин пĕрремĕш вырăна тухрĕ. Ехремкассинчи Наталья Михайлова хальхи вăхăтри ача-пăча костюмне ăсталассипе малти вырăна йышăнчĕ. “Юмахри халăх фольклорĕнчи наци костюмĕ” номинацире Сильвия Петрова (Мăн Вылă шкулĕ, 8 класс) çĕнтерчĕ. Юнтапа шкулĕнче 7-мĕш класра вĕренекен А.Петрова – чи лайăх юмах çыракан, проза жанрĕ вара Мăн Вылă шкулĕнчи А.Матвеевана çывăхрах пулни палăрчĕ. “Манăн çемье çинчен сочинени” тата “Портрет” номинацисенче Тени шкулĕнчи А.Максимовапа (6 класс) Ехремкассинчи И.Петухова (2 класс) пĕрремĕш вырăнсене йышăнчĕç.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
12 марта 2008
00:00
Поделиться
;