Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Элěк енре – студентсем

Район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕ Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕпе çыхăну тытать. Çавна май иртнĕ эрнере района студентсем килчĕç. Тĕллевĕ – çамрăк кадрсене Элĕк Ене явăçтарасси, районпа, тавар туса кăларакансемпе паллаштарасси.

Хăнасем “Новый путь” хуçалăха çитсе курчĕç, сĕт-çу комплексĕнче çĕнĕ технологие ĕçе кĕртсе пынипе интересленчĕç. Студентсем “Журавлев”, “Исаев” хресчен-фермер хуçалăхĕсенче, пахча çимĕç хранилищисенче пулчĕç, çĕр улми пăхса ÿстермелли тата пухса кĕртмелли “Гримме” Германи фирмин техника комплексĕпе паллашрĕç.

Хыççăн район администрацийĕнче ял хуçалăхĕн пулас специалисчĕсем хуçалăхсен ертÿçисемпе тĕл пулчĕç. Çавна май студентсене район аталанăвĕпе, наци проекчĕсене пурнăçлассипе мĕнле ĕçленине тĕплĕнрех пĕлме май килчĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
18 марта 2008
00:00
Поделиться
;