Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Хуçалăхсене çěнě техника

Ялта ку чухнехи вăйлă та тухăçлă техника пур-тăк пĕтĕм ĕçсене туса пыма та çăмăлрах. Çакна лайăх ăнланса илчĕç чылай хуçалăхсен ертÿçисемпе хресчен-фермер хуçалăхĕсем. Акă, иртнĕ çул районĕпе илсен пурĕ 43, 9 миллион тенкĕлĕх ял хуçалăх техники илнĕ. Кăçал района татах 15 техника килмелле.

Çулталăк пуçланнăранпа ял хуçалăх техникине 7 миллион тенкĕлĕх туяннă. Çав шутран “Новый путь” хуçалăх – КамАЗ автомобиль, выльăх апачĕ пухса кĕртмелли Е-281 комбайн, утă пухмалли ГВР-6 кĕрепле. Çак техника 4 миллион тенке ларнă. Журавлев фермер тырă пухса кĕртмелли ПЗС-7 комбайнпа Т-150 трактор илнĕ. Пĕтĕмĕшле хакĕ – 3 миллион тенкĕ ытларах.

 



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
18 марта 2008
00:00
Поделиться
;