Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Вěрентекенсем – сывă пурнăç йěркишěн

Республикăра “Çамрăксем – сывă пурнăç йĕркишĕн” акци малалла пырать. Çавăнта хутшăнса, анчахрах кăна районти шкулсенчи 10 команда йĕлтĕр йĕрĕ çине тухрĕ. Ушкăнра – шкул ертÿçисемпе вĕсен çумĕсем, вĕрентекенсем. Ăмăрту тĕллевĕ – сывлăха çирĕплетесси, туслăн тупăшасси.

Спорт тупăшăвĕнче Элĕк шкулĕн команди чи малти вырăна тухрĕ, хисеп пьедесталĕнче пĕрремĕш вырăн йышăнчĕ. Иккĕмĕш вырăн – Тавăт шкулĕ. Виççĕмĕшсем – шĕмшешсем. Мала тухнисене хисеп хучĕсемпе тата парнесемпе чысларĕç.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
18 марта 2008
00:00
Поделиться
;