Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Çěннине нумай пěлчěç

Элĕкри культура керменне аслă классенче вĕренекенсем пĕр шухăш-тĕллевсĕр пуçтарăнмарĕç, вĕсем аслă вĕренÿ заведенийĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе туллин паллашрĕç. Чăваш ял хуçалăх академийĕн, Чăваш патшалăх педагогика университечĕн тата тĕп хулари ытти аслă вĕренÿ заведенийĕсен вĕрентекенĕсем ачасене вĕренÿ дисциплинипе, тĕрлĕ профессисемпе паллаштарчĕç. Кăçал шкултан вĕренсе тухакансем хăйсене интереслентерекен ыйтусем çине те хуравсем тупрĕç. Вĕренÿ заведенийĕсенче ĕçлекенсенчен нумай çĕннине пĕлчĕç.

Студентсенчен йĕркеленĕ агитбригада сцена çине концерт программипе тухрĕ: яшсемпе хĕрсем тĕрлĕ юрă шăрантарчĕç. Фойере вара абитуриентсем валли методика литературин куравĕ пулчĕ.

 



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
24 марта 2008
00:00
Поделиться
;