Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Çемье ăшшине туйса ÿсě

Ача сасси илтĕнмен çурт тул енчен çеç илемлĕ. Шалта вара – шăплăх, тĕксĕмлĕх, чĕрĕлĕх çук. Пĕчĕк “чĕвĕлти кайăк” сассипе пÿлĕм тулать, чĕрене савăнăç хупăрлать. Çак сăмахсене халĕ Эренар ялĕнче пурăнакан Ивановсем пĕр иккĕленмесĕрех калаççĕ.

Иртнĕ кунсенче вĕсен çемйинче йыш хушăнчĕ. Ырă кăмăллă та вашават, ĕçченлĕхĕпе палăракан Виктор Владимировичпа Надежда Андреевна Улатăрти ача çуртĕнчен Игоре хăйсен хÿттине илчĕç. Тăватă çула тин çеç пусăмланă пĕчĕк шăпăрлан интерната çывăх çыннине амăшĕн прависĕр хăварсан лекнĕ. Вĕрентекенре ĕçлекен Н.А.Иванова, вахта мелĕпе Мускава тухса çÿрекен В.В.Иванов пĕчĕк пепкене киле илсе килнĕ çĕре ятарлă пÿлĕм хатĕрленĕ. Тĕрлĕ теттесемпе тултарнă ăна. Капăр çи-пуç та янтăланă.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
24 марта 2008
00:00
Поделиться