Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Усă курман лаптăксене чакарасшăн

Чăваш Республикин Президенчĕ пысăк тĕллев палăртнă: 2010 çулччен усă курман çĕрсене 75000 гектартан кая мар ĕçе кĕртмелле.

Куçман пурлăх управленийĕн Чăваш Енри кăтартăвĕсем тăрăх Элĕк районĕнче юхăнса выртакан çĕр лаптăкĕсем 7000 гектара яхăн. Совет самани вăхăтĕнчи икĕ вăтам хуçалăх çĕрĕпе танлашать. Хăш-пĕр хуçалăхсем пĕлтĕр те акăнакан лаптăксене чылай чакарчĕç. Çавна май, унчченхи çулхипе танлаштарсан, тырă икĕ хут сахалтарах пухса кĕртнĕ.

Район администрацийĕ кăçал çĕрпе туллин усă курасшăн. Инвесторсен шучĕпе 2, 4 пин гектартан кая мар çĕре ĕçе кĕртме палăртнă. Фермер хуçалăхĕсем те йĕркеленмелле. Вĕсене çĕр лаптăкĕсене 200 гектар таран уйăрса параççĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
24 марта 2008
00:00
Поделиться
;