Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Çăмăллăхлă кредит илеççě

Ял çыннисем патшалăх пулăшăвне пысăка хурса хаклаççĕ, килти хушма хуçалăха аталантарма кредит илеççĕ.

Çулталăк пуçланнăранпа 78 çын 10708 пин тенкĕлĕх çăмăллăхпа усă курма пултарчĕç. Çав шутран перекет банкĕ урлă 61 çын 8615 пин, Раççей ял хуçалăх банкĕнчен 17 çын 2093 пин тенкĕ кивçен илнĕ. Виçĕ çулта пурĕ 1223 çынна 138 миллион тенкĕ ытла уйăрса панă.

Килте хушма хуçалăх тытакан граждансем çăмăллăхлă кредит укçипе усă курса выльăх-чĕрлĕх валли çурт-йĕр çĕнетеççĕ, тĕпрен юсаççĕ, пĕчĕк калапăшлă техника, ăратлă выльăх туянаççĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
27 марта 2008
00:00
Поделиться
;