Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Йěкěрешсем кун çути курнă

Ачана ЗАГСра регистрацилени, ăна çурални çинчен ĕнентерекен тĕп документа пани ашшĕ-амăшĕшĕн чи хаваслă та асра юлмалли кун.

Акă иртнĕ кунсенче Юнтапа ял тăрăхне кĕрекен Чулкаçра пурăнакан Александровсен çемйинче йыш хушăнчĕ. Надеждăпа Алексейăн çемйине пĕр харăсах икĕ пĕчĕк “кайăк” вĕçсе кĕчĕç. Андрейпа Альберт Александровсем – Элĕк районĕнче кăçал пĕрремĕш йĕкĕрешсем. Пĕчĕк шăпăрлансене асăрхассипе малашне ашшĕ-амăшĕпе пĕрлех икĕ пиччĕшĕ те тимлĕç. Çемье пуçлăхĕ, А.Александров, предприниматель пулсан, мăшăрĕ – кил ăшшине упракан. Вĕсем пĕчĕк пепкесем таса та сывă ÿсессе шанаççĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
28 марта 2008
00:00
Поделиться
;