Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Павловсем – конкурс çěнтерÿçисем

Элĕкри культурăпа кану центрĕнче “Çамрăк çемье – 2008” конкурсăн юлашки тапхăрĕ иртрĕ. Конкурсантсем малтанах çемйисемпе паллаштарчĕç. Жюри членĕсем вĕсем хăйсене сцена çинче тытма пĕлнине, хăйне евĕрлĕхне, ăсталăхне, миçе çемье членĕ хутшăннине шута илсе хак пачĕç. Упăшкисемпе арăмĕсен черетленсе тĕрлĕ ыйтусем çине хуравлама тиврĕ. “Аслисемпе ачасем – уйрăлми туссем” творчество конкурсне çемье членĕсем пурте хутшăнчĕç, çивĕч ăс-тăнлă, çаврăнăçуллă пулнине кăтартрĕç. Юлашкинчен спорт вăййисемпе çыхăннă конкурсра тупăшрĕç.

Павловсен çемйи çĕнтерÿçĕ ята çĕнсе илчĕ. Вĕсен виçĕ ача.

“Çемье сăн ÿкерчĕкĕ” номинацире Филипповсен çемйи çĕнтерчĕ. “Çемье йăх тымарĕ” номинацире Семеновсем мала тухрĕç. «Туй историйĕсем» конкурсра Черновсем малтисем пулчĕç.



"Çĕнтерÿ çуле"
28 марта 2008
00:00
Поделиться
;