Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Техника хатěрлеççě

Ульянов ячĕллĕ хуçалăх ĕçченĕсем йывăрлăхсене çĕнтерсех пыма тăрăшаççĕ. Дояркăсем хушшинче нумай сĕтшĕн кĕрешÿ пырать. Пур пек апатпа пĕлсе, перекетлĕ усă курассишĕн тимлеççĕ.

Витесем кивĕ пулин те микроклимата кирлĕ пек тытаççĕ. Тислĕке çийĕнчех тасатаççĕ, транспортер йĕркеллĕ ĕçлет. Хальхи вăхăтра кашни ĕнерен куллен 12 килограмм ытла сĕт сăваççĕ.

Çак кунсенче уй-хир ĕçченĕсен те канăç çук. Умри тĕллев: çур акине вăхăтра, лайăх пахалăхпа ирттересси. Çавăншăн иртнĕ кĕр кунĕсенчех пысăк вăй хутăмăр. Мĕн пур вăрлăха аласа тасатрăмăр. Халĕ вăрлăх çителĕклĕ, кондициллĕ.

Механизаторсем техникăна тухăçлă ĕçлеттерес шанăç пур. Э.Андачков акана хăйĕн çĕнĕ “Беларусь” тракторĕпе тухĕ. Н.Романов механизатор техникăна хатĕррисен ретне лартрĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
28 марта 2008
00:00
Поделиться
;