Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Cпорт – пирĕн сывлăх

Сывă çынра – çирĕп ăс-хакăл, теççĕ вырăссем. Сывлăхлă çын çеç çитĕнÿсем тума пултарать. Тăвăш Юнтапа клуб администраторĕ В.С.Герасимов çакна тĕпе хурса çамрăксемпе тăтăшах спорт мероприятийĕсем ирттерме тăрăшать. Акă, çак кунсенче ял çыннисем черетлĕ мероприятине пухăнчĕç. Чи малтанах асаттесемпе асаннесен юратнă вăййине аса илчĕç, арçын ачасемпе хĕр ачасем лапталла вылярĕç. Унтан пурте футбол вăййине куçрĕç. А.Никонов, А.Петров, М.Герасимова, А.Христофорова, А.Александров ăсталăхпа палăрчĕç.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
05 апреля 2008
00:00
Поделиться
;