Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Хальхинче те арçын ачасем нумайрах

Райадминистрацин ЗАГС пайĕ кăçалхи 3 уйăх кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнĕ. Çак тапхăрта 44 пепке – пĕлтĕрхи 3 уйăхринчен 1 ача нумайрах çуралнă. Çут тĕнчене килнисенчен 26-шĕ – арçын ачасем, 18-шĕ – хĕр ачасем. Ашшĕ-амăшĕсем хăйсен пепкисене ытларах Евгений, Дмитрий, Анастасия, Татьяна тесе чĕнме кăмăлланă.

9 çемьене пирвайхи пепке килнĕ, 18 çемьере иккĕмĕш ача çуралнă, 12 ача – çемьере виççĕмĕшсем, 3 ача – тăваттăмĕшсем, 2-ĕн – пиллĕкмĕшсем.

Кăçалхи 3 уйăхра 88 çын çут тĕнчерен уйрăлнă.

Пĕтĕмпе 16 мăшăрланăва регистрациленĕ – иртнĕ çулхи 3 уйăхринчен 14 мăшăрлану сахалтарах. Ют çĕр-шыв гражданĕсемпе 2 çын мăшăрланнă. Уйрăлнисен шучĕ – 11, ку вăл пĕлтĕрхи 3 уйăхринчен 1 уйрăлу нумайрах. Ашшĕ камне палăртса 5 акт çырнă.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
05 апреля 2008
00:00
Поделиться
;