Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Шÿт кунĕ кăмăла çĕклерĕ

Кашни çулах Питĕшкасси культура çуртĕнче ака уйăхĕн пĕрремĕшĕнче шÿт уявне ирттересси йăлана кĕнĕ. Кăçал та палăртнă вăхăта халăх йышлăн пухăнчĕ. Икĕ сехете яхăн пынă концерт курма килнисене тунсăхлама памарĕ. Программăна икĕ культура çурчĕ пĕрле хатĕрленĕ. Çулавăç клубĕн артисчĕсем эстрада юрри-ташшисемпе савăнтарчĕç. Кунта Инна Ильинан, Çулавăç клубĕн администраторĕн, тÿпи пысăк. Хăйĕн сăввисемпе хывнă юрăсене илемлĕ шăрантарчĕ. Писĕпсем вара кĕске шÿтсем хатĕрленĕ. Питĕшкассисем “Аншарли мыскари” интермедине пысăк ăсталăхпа лартса пачĕç. Дина Иванова, Людмила Иванова, Эльвира Макарова, Георгий Павлов вылянă сăнарсем ытларах куракансен кăмăлне кайрĕç.



"Çĕнтерÿ çуле"
05 апреля 2008
00:00
Поделиться
;