Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Çулсем сисĕнмесĕрех иртеççĕ

Пуш уйăхĕн 25-мĕшĕнче Хирлеппуç ялĕнче пурăнакан Галина Егоровна Антонова 55 çулхи юбилейне паллă турĕ.

Вăл 1968 çулта тăван ялĕнчи шкулта сакăр класс пĕтернĕ хыççăн Элĕкре пĕлĕвне тарăнлатнă. Алла аттестат илсен “Красный Октябрь” хуçалăхра ĕçленĕ. Пĕр вăхăт Шупашкарти пĕр ача садĕнче санитаркăра та тăрăшма тивнĕ Галина Егоровнан. Çавăн чухнех счетовод-бухгалтерсен ятарлă шкулне те пĕтернĕ вăл. Кун хыççăн райĕçтăвкомра шут ĕçченĕнче тăрăшнă.

Веннадий Тимофеевич мăшăрĕпе Ларисăпа Наташа хĕрĕсене пăхса ÿстернĕ, тивĕçлĕ пĕлÿ панă.

Галина Егоровна вăтăр çул ытла ĕç тăвакан органсенче тăрăшать. Халĕ Г.Е.Антонова Тавăт ял тăрăхĕнче çар учечĕн специалистĕнче ĕçлет.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
09 апреля 2008
00:00
Поделиться
;