Элĕксем краеведсен съездĕнче
Нумаях пулмасть Чăваш наци музейĕнче краеведсен съезчĕ пулса иртрĕ. Унта хамăр республикăран кăна мар, унăн тулашĕнчен те делегатсем хутшăнчĕç.
Съездра Элĕк Ен çыннисем те пулчĕç. Районти литературăпа краеведени халăх музейĕн директорĕ Г.Терентьев, Чăваш халăх академийĕн наука консультанчĕ, Чăваш наукăпа тĕпчев институчĕн сотрудникĕ А.Сосаева (Витеçÿч), В.Михайлов поэт-юрăç (Ярушка), Г.Савельев (Мăн Ямаш) хутшăнчĕç, сăмах каларĕç.
Краеведсен ĕç-хĕлне 17 çул ертсе пынă В.П.Никитина (Станъяла) хăй ыйтнипе ертÿçĕрен хăтарчĕç. Правлени председателĕ пулма Вăрнар районĕнчи Калининăра çуралса ÿснĕ, отставкăри офицера Станислав Гурьевич Отриванова çирĕплетсе хăварчĕç.