Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Кĕнекесен ĕмĕрне тăсрĕç

Тенири пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкул планĕ тăрăх Ырă ĕçсен тата Çемье çулталăкĕнче нумай интереслĕ мероприяти иртмелле. Нумаях пулмасть вырăнти тĕслĕх библиотекинче “Кĕнекесен больници” ятпа ырă ĕçсен мастерскойĕ уçăлчĕ. Кĕçĕн классенче вĕренекенсем библиотека заведующийĕ И.П.Прохоровăпа пĕрле “чирлĕ” кĕнекесене сиплерĕç, кивелнĕ тата çĕтĕлнĕ кĕнекесен куравне йĕркелерĕç, ăна “Шеллесемĕр пире, ачасем!” ят пачĕç. Çамрăк вулавçăсем валли ятарлă урок пулчĕ. Çавăн пекех чи кĕçĕн вулакансем валли “Юмахсен тĕнчи” кĕтес пур. Вĕренекенсем тăрăшсах юратнă юмах кĕнекисен суранĕсене сиплерĕç, çĕтĕк страницăсене çыпăçтарчĕç. Юлашкинчен ачасем “Крокодил Генăпа Чебурашка” мультфильм пăхрĕç.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
09 апреля 2008
00:00
Поделиться