Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Тăватă команда тупăшрĕ

Районта сывă пурнăç йĕркине малалла сарас тĕллевпе тĕрлĕ ĕç пурнăçлаççĕ. Вĕрентÿ тытăмĕнче ĕçлекенсем те спорт мероприятийĕсенчен юлмаççĕ.

Çак кунсенче Юнтапа шкулĕнче волейболла выляссипе зонăри ăмăрту иртрĕ. Унта тăватă шкул команди хутшăнчĕ. Кам ăстарах вылять; Курма пынисене чи малтанах çавăн пек шухăш тыткăна илчĕ те. Юнтапа, Карачура, Вутлан, Ехремкасси шкулĕсен командисем пĕр-пĕринпе хĕрÿ тупăшрĕç. Пĕрин те выляса ярас килмерĕ, çавăнпа тимлĕ вылярĕç. Зонăри ăмăртура вара Юнтапа шкулĕн команди çĕнтерчĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене Карачурапа Ехремкасси шкулĕсен командисем пайларĕç.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
09 апреля 2008
00:00
Поделиться
;