Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Ураскильт ял пуçлăхĕ – чи матурри

Чăваш Республикинчи муниципалитет тытăмĕсен канашĕ çулсеренех муниципалитет тытăмĕсен пуçлăхĕсемпе ял старостисен, районсемпе хуласен муниципалитет служащийĕсен конкурсне ирттерет.

2007 çул кăтартăвĕсемпе ял тăрăхĕн территорийĕнчи экономикăпа социаллă пурнăçа аталантарассипе тунă çитĕнÿсемшĕн Ураскилт ял тăрăхĕн пуçлăхне Эдуард Козлова “Чăваш Енри ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсенчен чи лайăххи” тесе палăртнă.

Район администрацийĕн тĕп специалист-эксперчĕ Любовь Анисимова “Чăваш Енри муниципалитет служащийĕсенчен чи лайăххи” ята тивĕçнĕ.

Çĕнтерÿçĕсене Чăваш Республикинчи муниципалитет тытăмĕсен канашĕн грамотисене панă.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
09 апреля 2008
00:00
Поделиться
;