Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Агрегатсем хирте

Районти хуçалăхсенче çурхи ĕçсем вăй илсе пыраççĕ. “Рассвет”, “Алмаз” обществăсенче, “Новый путь” хуçалăхра тĕш тырăсене акма хатĕрлессине лайăх йĕркеленĕ.

Агрегатсем тăпрари нÿрĕке сыхласа хăварассипе ĕçлеççĕ. Кĕрхи çĕртме уйĕсене “Возрождение” хресчен-фермер хуçалăхĕнче 50 гектар, “Новый путьре” – 37, “Алмаз” обществăра 30 гектар сÿреленĕ. Нумай çул ÿсекен курăксен уйĕсенче те техника ĕçлет.

Хуçалăхсенче кĕр калчисене минераллă удобренисемпе апатлантарассипе те тимлеççĕ. Ку ĕçе “Алмаз” обществăра 120 гектар, “Новый” путь хуçалăхра – 60, “Витязь” обществăра 20 гектар çинче пурнăçланă.

“Возрождение” хресчен-фермер хуçалăхĕнче çуртрисене акма çĕр 50 гектар, “Алмаз” обществăра 15 гектар хатĕрленĕ.

“Возрождение” хресчен-фермер хуçалăхĕнче çурхи тулăна 45 гектар акнă.

Çĕр улми вăрлăхне суйласа яровизацилеме хурассипе хресчен-фермер хуçалăхĕсем ăнăçлă ĕçлеççĕ. Çак ĕçе пурĕ 1850 тонна пурнăçланă.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
11 апреля 2008
00:00
Поделиться