Кооператорсем ÿсĕмлĕ ĕçлеççĕ
Районти потребительсен обществин кăçалхи пĕрремĕш кварталта пĕтĕмĕшле таварçаврăнăшĕ 71, 6 миллион тенкĕпе танлашнă. Çакă пĕлтĕрхи кăрлач-пуш уйăхĕсенчинчен 24, 5 процент нумайрах. Ваккăн сутмалли таварсен çаврăнăшĕ 70, 6 миллион тенкĕ (125, 2 процент), курттăммăн суту-илÿ çаврăнăшĕ 1 миллион тенкĕ (86, 5 процент) пулнă. Хатĕрлев ĕçĕ иртнĕ çулхи 3 уйăхринчен 75, 5 процент ÿснĕ.
Райпо хăй продукцине 3, 5 миллион тенкĕлĕх туса кăларнă (пĕлтĕрхи пĕрремĕш кварталпа танлаштарсан – 136, 1 процент).
"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета