Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Мăшăрсем яваплăха туяççĕ

Çемье – юрату çăл куçĕ тата пĕр-пĕрне килĕштерсе пурăнни. Крымсарайкка ял тăрăхне кĕрекен Ярхуньушкăнь ялĕнче Майоровсен çемйине ырăпа асăнмалла.

Мăшăрсем Элĕк салинче ĕçлеççĕ. Альбинăпа Сергей Майоровсем икĕ хĕр çитĕнтереççĕ. Аслă хĕрĕ Анастасия кăçалхи вĕренÿ çулĕнче тăххăрмĕш класс пĕтерет. Вăл спортпа туслă, вĕренÿ çине те пысăк тимлĕх уйăрать. Кĕçĕнни – Надежда – иккĕмĕш класра пĕлÿ илет. Хăйĕн пушă вăхăтне ташă кружокĕнче ирттерме тăрăшать. Паллах, иккĕшĕ те ашшĕ-амăшне килти ĕçсенче пулăшаççĕ.

Альбина Майорова апрелĕн 14-мĕшĕнче 35 çул тултарать. Вăй-хал тапса тăнă вăхăт кăна-ха çакă уншăн.

 



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
11 апреля 2008
00:00
Поделиться