Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Пĕчĕк ялăн савăнăçĕ

Тăвăш Юнтапара пурăнакансем канма тата тĕрлĕ уявсем йĕркелеме пĕлеççĕ. Нумаях пулмасть ялти клуба Лидия Егорован çуралнă кунне паллă тума ватти те, яшши те пуçтарăнчĕç. Чи малтанах вырăнти художество пултарулăх ушкăнĕ сцена çине тухрĕ, юрă юрларĕ. Л.Егоровăпа В.Герасимов «Шаккин-шаккин», «Çичĕ чÿрече” юрăсене ăста шăрантарчĕç. Лидия Егоровна халăх умне чăваш наци çи-пуçĕпе тухни пушшех те илем кÿчĕ. Концертсене активлă хутшăнакан Настя Христофорова “Анне” юрăпа савăнтарчĕ. Зойăпа Настя Александровсем “Пилеш кайăксем” юрра чун-чĕререн юрласа пачĕç. Таня Варламован ташши пурне те тыткăна илчĕ.

Конкурссем иртрĕç, такмаксем янăрарĕç. Л.Егорова ячĕпе вара ăшă сăмахсем кăна илтĕнчĕç.

 



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
11 апреля 2008
00:00
Поделиться