Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

«Партнер» хулара павильон уçнă

Çак кунсенче ял хуçалăх продукчĕсем хатĕрлессипе специализациленекен Шĕмшеш ял тăрăхĕнчи потребительсен «Партнер» кооперативĕ суту-илÿ павильонĕ уçма вырăн илнĕ. Павильон «Центральный» суту-илÿ комплексĕ» хупă акционерлă обществăн территорийĕнче вырнаçнă. Кунта малтанлăха халăхран пухнă сĕтпе тата ытти сĕт продукчĕсемпе суту-илÿ тăваççĕ. Сĕте Муркашри сĕт заводĕнче тирпейлеççĕ. Продукци хатĕрлесе парасси сарăлсах пымалла. «Партнер» ертÿçисем халăхран ял хуçалăх продукчĕсене сутăн илсе хатĕрлесе парассипе те ĕçлеме шутлаççĕ. Çакă ял хуçалăх продукчĕсен хакне ÿстерме май парать.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
30 апреля 2008
00:00
Поделиться
;