Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Шурă халатлисем ырă ĕçсемпе палăраççĕ

«Çурхи ырă кăмăллăх ĕçĕсен эрни» Пĕтĕм Раççейри пиллĕкмĕш акци пуçланнăранпа районти медиксем чылай ĕç туса ирттернĕ. Шурă халатлисем йышлă çемьесенчи ачасем вали çи- пуç, кĕнекесем, теттесем пухнă. Ку япаласем пурте хăйсен адресачĕсене тупнă та ĕнтĕ. Анчахрах, акă, Питĕшкассинчи пĕтĕмĕшле практика врачĕ Ю.Кузьминпа участокри медицина сестри Э.Архипова Писĕпри Ефимовсемпе Леонтьевсен килĕсене çитнĕ, ку çемьесенчи ачасене тăхăнмалли япаласемпе теттесем парнеленĕ. 60 экземпляр ача-пăча кĕнеки районти тĕп больницăн ачасене сиплемелли уйрăммăн библиотекинче вырăн тупнă.

Сывлăха сыхлас ĕç ĕçченĕсем «Тирпейлĕ кил карти», «Симĕс кил карти» акцисене хастар хутшăнаççĕ. Вĕсем хăйсем ĕçлекен учрежденисен территорине çÿп-çапран тасатса тухнă, чечексем лартнă, клумбăсем йĕркеленĕ. Шурă халатлисем тăрăшсах йывăçсемпе тĕмĕсем лартаççĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
30 апреля 2008
00:00
Поделиться
;