Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Слетра парнене тивеçнĕ

Çак кунсенче Шупашкарта ĕç династийĕсен улттăмĕш слечĕ иртнĕ. Уявăн тĕп хăнисем - республикăн тĕрлĕ районĕсемпе хулисенчен пынă 35 ĕç династийĕ. Кăçалхи слета пирĕн районтан Элĕкри Волковсем хутшăннă. Вĕсене ЧР Президенчĕн Тав хучĕпе, хаклă парнесемпе чысланă.

Палăртма кăмăллă, Волковсен династийĕ ырă йăласемпе пуян. Ăна пуçарса янă Тамара Гавриловна нумай çул педагогра ĕçленĕ, РСФСР çут ĕç отличникĕн ятне тивĕçнĕ. Унăн мăшăрĕ Константин Кузьмич 25 çул Элĕкри музыка шкулĕн директорĕ пулнă. Ашшĕ-амăшĕн çулĕпе вĕсен ачисем Владиславпа Эдуард та кайнă. Иккĕшĕ те Чăваш патшалăх университетĕнчен вĕренсе тухнă, тăван кĕтесе каялла таврăннă. Мăшăрĕсем те вĕрентекенсем. В.Волков - “Çулталăк учителĕ” конкурс çĕнтерÿçи.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
07 мая 2008
00:00
Поделиться
;