Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Вăрçă çулĕ витĕр

Эпĕ 1915-мĕш çулхи  май уйăхĕн 31-мĕшĕнче çуралнă Аттепе анне пире, ачисене, пĕчĕклех ĕçе явăçтарнă. Çулла çара уран чупнă, улăха ĕне çитерме çÿренĕ, çурлапа тырă вырнă. Ÿсерехпе хут купăспа выляма вĕрентĕм, каçсерен çамрăксене юрлаттарнă, ташлаттарнă. Тăхăр çула çитсен, ялти пуçламăш шкула вĕренме кайрăм. Кунтан вĕренсе тухсан, Штанашри шкулта 5-7-мĕш классенче пĕлÿ илтĕм.

1930-мĕш çулта  пирĕн кил-çурт çунчĕ, эпир кăмрăк çине тăрса юлтăмăр. Штанашри колхоз çамрăкĕсен шкулне вĕренсе пĕтернĕ хыççăн Етĕрнери педтехникумăн алăкне уçрăм. Вĕрентĕм, учитель пулса тăтăм. Мăн Вылăри пуçламăш шкула ĕçлеме ячĕç. Шкул директорĕ мана виççĕмĕш класри ачасене вĕрентме хушрĕ. Çак шкулта  эпĕ виçĕ çул ĕçлерĕм, кĕçĕн классене вĕрентрĕм.

1935-36 çулсенче Çĕмĕрле хулинче аслă шкула  вĕренме кĕме хатĕрлекен курссенче пĕлĕве тарăнлатрăм. 1936-мĕш çулхи августра Шупашкарти учительсен институтне вырăс чĕлхипе литература уйрăмне вĕренме кĕтĕм.

1938-1939-мĕш вĕренÿ çулĕсенче Элĕк районĕнче Кĕçĕн Тăван ялĕнчи çичĕ çул вĕренмелли шкулта вырăс чĕлхипе географи предмечĕсене вĕрентрĕм  тата завучра тăрăшрăм. 1939-мĕш çулта август уйăхĕнче мана Йÿçкассинчи вăтам шкула куçарчĕç. Кунта эпĕ виçĕ уйăх тăххăрмĕшпе вуннăмĕш классенче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентрĕм. Ноябрĕн 26-мĕшĕнче медкомисси тăратмасăрах Хĕрлĕ Çара службăна илсе кайрĕç, Украинăри Бердичев хулине илсе çитерчĕç. Кунта 512 стрелковăй полкри связистсен ротинче телефониста вĕрентрĕç.

1940-мĕш çулта пире Хĕвеланăç Украинăри чикĕри Перемышль хулине илсе çитерчĕç. Кунта К.В.Вороновпа иккĕн 99-мĕш стрелковăй дивизири 1-мĕш стрелковăй полка лекрĕмĕр. Пире полк шкулне вĕренме ячĕç. Ултă уйăх йывăр условисенче пурăнтăмăр. Кăрслаттарса утаттăмăр, янраттарса юрлаттăмăр, Тăван çĕр-шывшăн вута кĕме те хатĕрччĕ.  Эпĕ кĕçĕн командир, сержант пулса тăтăмĕ.Мана 1-мĕш полк штабне ячĕç, писарьте  ĕçлеме хушрĕç.

1941-мĕш çулхи июнĕн 22-мĕшĕнче ирех, виçĕ сехет çурăра, вырсарни кун, хура  хĕреслĕ нимĕç самолечĕсем, бомбардировщиксем чикĕ урлă вĕçсе каçрĕç. Пирĕн пĕр самолет та çĕкленмерĕ, зенит артиллерийĕ те ĕçлемерĕ, пĕр залп та параймарĕ. Вăрçă пуçланнă кунах пирĕн фашистсемпе çапăçма тиврĕ. Перемышль хулине тăшмантан хÿтĕлеме тытăнтăмăр. Июнĕн 23-мĕшĕнче Чикваидзе капитан ертсе пынипе фашистсене Сан юхан шывĕ урлă каялла чакартăмăр. Ку - пĕрремĕш çĕнтерÿ. Пирĕн çарсем хулана июнĕн 27-мĕшĕччен тытса тăчĕç. Снегов генерал-майор тăшман ункине лекес мар тесе, хамăр çарсене Перемышльтен тухма, кăнтăр  хĕвелтухăç еннелле каялла чакса  кайма хушу парать. Июнĕн 29-мĕшĕнче ирех дивизи подразделенийĕсем каялла чакма тытăнчĕç. Пирĕн çарсем засадăсем тунăран, фашистсем нумай çухатусем  тÿсрĕç. Львов, Бережаны, Винница, Умань хулисене хÿтĕлерĕмĕр. Кировоград облаçĕнчи Новоархангельск районне çитрĕмĕр.

Зеленая брама вăрманĕнче, Каменечье, Подвысокое ялĕсем патĕнче хаяр тытăçусем иртрĕç. 1941-мĕш çулхи августăн иккĕмĕшĕнче, 700 çухрăм каялла чакнă хыççăн, пирĕн 6-мĕшпе 12-мĕш çарсем нимĕçсен ункине лекрĕç, вĕсемпе виçĕ эрне ытла çапăçрĕç. Патронсем, снарядсем, минăсем, апат-çимĕç пĕтрĕç. Эпĕ пĕр эрне хушши выçă, шыв ĕçмесĕр пурăннăскер, вăйсăрланса çитрĕм. Ункăран икшерĕн, виçшерĕн тухма юрани çинчен хушу пулчĕ. Эпир виççĕн аран-аран нимĕç çарĕсен ункинчен тухрăмăр, Сиюха юхан шывĕ урлă каçрăмăр.

Эпĕ нимĕçсем оккупациленĕ Кировоград облаçĕнче Добровеличковск районĕнче, Александро-Акацатово ялĕнче Сирота  Ефрем Яковлевич килĕнче пытанса пурăнтăм, совет партизанĕсемпе çыхăну тытма пуçларăм. Чернигов облаçĕнчи Козелецк районĕнче Совет Союзĕн Геройĕ Юрий Збанацкий ертсе пыракан партизансен отрядне лекрĕм. 1943-мĕш çулхи октябрь уйăхĕнче  мухтавлă Совет Çарĕ нимĕç çарне хăваласа Днепр урлă каçса кайрĕ. Юрий Збанацкий ертсе пыракан партизансен отрядне Остер хулине куçарчĕç.

Митинг хыççăн партизансене пурне те Совет Çарне илчĕç. Эпĕ каллех совет салтакĕ пулса тăтăм. Мана автоматчиксен полкне ячĕç. Каярахпа связистсен ротине куçарчĕç, кăштахран ку ротăран 858-мĕш связистсен уйрăм батальонĕ туса хучĕç. Эпĕ каллех 99-мĕш дивизири связист-телефонистĕ Аслă сержант çар званине илтĕм.

Житомирпе Львов, Польшăри Жешувпа Дембице, Будапештпа Вена хулисене ирĕке кăларнă çĕре хутшăнтăм. 1945-мĕш çулхи майăн 7-мĕшĕнче пирĕн дивизие васкавлăн Австрирен Дунай шывĕ урлă каçарчĕç, Чехословакипе Германи чиккине илсе кайрĕçĕ. Кунта пирĕн дивизи Америка çарĕпе тĕл пулчĕ.

Каярахпа пире Японипе вăрçма Иркустк облаçне илсе кайрĕç. Эпир унта çитнĕ çĕре Япони парăннăччĕ ĕнтĕ.

Ноябрĕн 20-мĕшĕнче мана киле ячĕç, 1946-мĕш çулхи январĕн 1-мĕшĕнче Ураскилт шкулĕнче учительте ĕçлеме пуçларăмĕ. Сакăр уйăх вăй хутăм. Август уйăхĕнче мана учительте ĕçлеме тăван яла вăтам шкула куçарчĕç. Кунта эпĕ 1980-мĕш çулччен ĕçлерĕм.  Эпĕ учительте 42 çул тимленĕ Орденпа медальсем пур.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
07 мая 2008
00:00
Поделиться
;