Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Çул-йĕр тăваççĕ, юсаççĕ

Кăçал автомобиль çулĕсем тума тата вĕсене тытса тăма бюджетран 28884,7 пин тенкĕ уйăрма пăхнă. Çав шутран çулсем тума тата тытса тăма, реконструкцилеме – 5743,1 пин тенке, автоçулсене юсама тата тытса тăма – 23141,6 пин тенкĕ.

Районта кăрлач-ака уйăхĕсенче вырăнти çулсем çинче 2716,18 пин тенкĕлĕх ĕç тунă. Ку укçапа пĕтĕмпех çулсене юсама тата тытса тăма усă курнă. Тăватă уйăхра çул-йĕр строительствине 2538,5 пин тенкĕ уйăрнă, ку вăл çулталăкри суммăн 8 проценчĕ.

Хальхи вăхăтра районти 10 объектра çул-йĕр тумалли-юсамалли хатĕрленÿ ĕçĕсем пыраççĕ, ку енĕпе кирлĕ материалсене янтăлаççĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
14 мая 2008
00:00
Поделиться
;