Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Фестивальтен - парнепе

Элĕкри ача-пăча искусство шкулĕнче пĕлÿ илекен ачасем республикăра, районсенче иртекен тĕрлĕ мероприятисене тăтăшах хутшăнаççĕ.

Нумаях пулмасть Комсомольски районĕнче «Ялти ташă» ятпа ачасен хореографи коллективĕсен пĕрремĕш фестивалĕ иртрĕ. Унта кĕçĕн, вăтам, аслă ушкăнсенчи ачасем халăх тата эстрада ташшисене кăтартрĕç. Элĕкри ача-пăча искусство шкулĕн «Ладушки» ушкăнĕ те асăннă фестивальте пултарулăхпа палăрчĕ.

Çамрăк ташăçсем пĕрремĕш степеньлĕ Дипломпа видеоплеера тивĕçрĕç.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
14 мая 2008
00:00
Поделиться
;