Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Телейлĕ çемье

Çемье – пысăк-и вăл, пĕчĕк-и, енчен те унта пĕрне-пĕри ăнланаççĕ, пулăшаççĕ пулсан, вăл чăннипех те телейлĕ.

Çемье çулталăкĕ тата Ырă ĕçсен çулталăкĕ пĕчĕкçĕ Елизаветăпа Виктора пысăк телей парнеленĕ. Амăшне ача амăшĕн прависенчен хăтарсан, вĕсем иккĕшĕ те пĕчĕккисен çуртне лекнĕ.  Ачасене тăванĕсенчен нихăшĕ те хăйсен çуначĕ айне илсе ăшăтма шутламан. Акă ĕнтĕ кăçал Лизочкăпа Викторăн çĕнĕ ашшĕпе амăшĕ тупăннă. Лиза кăрлачра виççĕ тултарнă, Виктор вара çурла уйăхĕнче иккĕ тултарать. Çурхи уявсемпе пĕчĕк аппăшĕпе шăллĕ Янкурас ялĕнчи çĕнĕ çемьере кĕтсе илнĕ. Ашшĕ – Николай Вениаминович Филимонов  водительте тимлет, амăшĕ – Светлана Анатольевна – кил хуçи хĕрарăмĕ. Филимоновсен тăван ачисем Сергей, Татьяна тата Яна хăйсен туслă çемьине Лизăпа Виктор килнĕшĕн хĕпĕртенĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
14 мая 2008
00:00
Поделиться
;