Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

ÇЕМЬЕСЕМ УЯВРА

Район администрацийĕпе унăн социаллă хÿтлĕх пайĕ Элĕкри культура керменĕнче Çемье кунне халалланă мероприяти ирттерчĕç. Унта пурĕ пиллĕк çемье хутшăнма кăмăл турĕç: Ехремкасси ял тăрăхĕнчи Владимировсем, вĕсен 5 ача, Юнтапа ял тăрăхĕнчи Никоновсем (3 ача), Шĕмшешри Засыпкинсем (5 ача), Крымсарайккăри Ефремовсем (5 ача) тата Элĕк ял тăрăхĕнчи Шорниковсем (6 ача). Кашни çемье хăйсен аллипе ăсталанă япаласен пĕчĕк куравне йĕркеленĕ. Алă витĕр тухнă япаласем илĕртÿллĕ те килĕшÿллĕ курăнаççĕ. Владимировсен сĕтелĕ çинче, акă, çекĕлпе çыхнă чÿлмекри чечек çыххинчен пуçласа кĕпе таранах пур. Унтах мулкачпа чĕрĕп чĕррĕн курăнаççĕ, турилккере - кăнтăр енчи тĕрлĕ çимĕç. Владимировсем чей ĕçмелли куркасене те чĕр чун евĕрлĕ тум тăхăнтартса асамлăх кĕртнĕ. Никоновсем виççĕмĕш класра вĕренекен Таня хĕрĕн ĕçĕсене курава тăратнă: çаврака рама ăшĕнчи хĕреслетсе тĕрленĕ упапа тилĕ, кĕл чечек çыххи. Хĕр ача çекĕлпе шлепке те çыхнă. Сăрăпа ÿкернĕ ÿкерчĕксене те илсе килнĕ. Засыпкинсен вара тĕпел кукринче усă курмалли йывăçран тунă япаласем те пур. Вĕсене вун пĕрти Руслан ывăлĕ ăсталанă. Н.Шорникован çекĕлпе çыхнă пысăк тутăрсем, çулла тăхăнмалли блузка пурин кăмăлне те тыткăнларĕç. Ултă ача амăшĕ ачисене кирлĕ воспитани пама çеç мар, ал ĕçĕпе аппаланма та вăхăт тупать.

Социаллă хÿтлĕх пайĕн начальникĕ Г.М.Григорьева  ку пайăн ĕçĕ-хĕлĕнчи  тĕп тĕллевсемпе кĕскен паллаштарчĕ, хăйсем ытларах нумай ачаллă, йывăр лару-тăруллă çемьесемпе, тăлăх ачасемпе ĕçленине палăртрĕ. Пухăннисене уяв ячĕпе ăшшăн саламларĕ, юлашки вăхăтра патшалăх нумай ачаллă çемьесем  çине тимлĕхе çивĕчлетни çинчен каларĕ. Пирĕн районта ку таранччен 63 çемье 250 пин тенкĕ илни, паянхи куна инфляцие шута илсе çак сумма 271 пинпе танлашни çинчен пĕлтерчĕ.

Малалла культура керменĕн ĕçченĕсем уяв ячĕпе саламласа концерт номерĕсемпе савăнтарчĕç. Мероприятие хутшăнакан Засыпкинсен вун виççĕри Люда хĕрĕ юратнă икĕ юррине шăрантарчĕ. Хăйĕн уçă сассипе, кĕвве чунĕпе туйса юрланипе тыткăнларĕ вăл. Таня Никонова та юрă юрларĕ, сăвă вуларĕ.

Мероприятин юлашки пайĕнче“Эпĕ тата манăн йышлă çемье” нумай ачаллă çемьесен акцине  хутшăннă чи  шанчăклă çемьесене: Владимировсене, Никоновсене, Засыпкинсене, Ефремовсене, Шорниковсене социаллă хÿтлĕх пайĕн Хисеп грамотипе тата парнесемпе чысларĕç.

 



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
17 мая 2008
00:00
Поделиться
;