Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Вăхăт вăл – асамçă та, тухатмăш та

Георгий Федорович Судакова  Ураскилт тăрăхĕнче пурте плеççĕ. Вăрçă тата ĕç ветеранĕ колхоз председателĕнче çирĕм çула яхăн, ял совечĕн председателĕнче вунă çул ытла тăрăшнă, ял историйĕнче, унăн шăпинче паллă йĕр хăварнă. Сакăр  вуннă урлă каçнă ватă хальхи вăхăтра вырăнтан-вырăна икĕ туя тытса куçса çÿрет. Шелсĕр вăхăт юман пек патвар çынна та авать, хуçать, парăнтарать, пăхăнтарать. Кăмăл çирĕплĕхне пусарсах мăшăрĕн, Валентина Васильевнан, пулăшăвне йышăнма тивет. Аллă виçĕ çул пĕрле пурăнаççĕ мăшăрсем.

Г еоргий Федорович вăрçă ачисен шутне кĕнĕ. Шкулта сакăр класс пĕтернĕ, 1943 çулта Нурăсри педучилищĕре вĕреннĕ çĕртенех хĕсмет тивĕçне  пурнăçлама илсе кайнă. Вунă çултан çеç тăван тăрăха таврăннă. Ахаль телефонистран маçтăра çитнĕ, дивизионти çамрăксен союзĕн бюро секретарĕ пулнă, аслă сержант, запасри майор званине çитнĕ. Ашшĕ-амăшĕ умĕнчи тивĕçе малти вырăна хунă çар çынни, рапорт çырса парса киле таврăннă. Йĕркелÿ пайĕнче комсомол тата парти енĕпе ĕçлекен инструктор  должноçне шанса панă ăна. Çав çулах колхоз председательне суйланă. Ертсе пыраканăн ĕç вырăнĕ яланах вĕренÿпе  çыхăнса пынă. Пушă вăхăтра сад ĕрчетме, пахча-çимĕç ÿстерме кăмăлланă Георгий Федорович. Пĕр сăмахпа каласан, пĕр ĕçрен те хăраман. Çĕтĕк  атă-пушмака  çийĕнчех татса çĕленĕ. Çĕкленÿллĕ самантсенче алла купăс тытнă. Çав вăхăтрах хаçат-журнал вуланă. Халĕ те тĕрлĕ хаçат-журнал çырăнса илеççĕ.

Вăтăр çичĕ çул шкулта нимĕç чĕлхипе вĕрентнĕ Валентина Васильевна вуламасăр пĕр кун та ирттерсе яраймасть, çĕр-шыври лару-тăрупа сенкер экран тăрăх та паллашать.

Судаковсем виçĕ ача ÿстернĕ, вĕсем пурте Шупашкарта пурăнаççĕ. Ултă мăнукĕ - ватăсен   чăн-чăн савăнăçĕ. Судаковсем хăйсен пысăк çемйине валлилĕх пыл та туса илеççĕ.

Сăмах пине çитнĕ тĕле  ĕç-пуç татăлмалла тет те, Георгий Федорович вара асаилÿ çăмхине  каялла кустарчĕ. Ĕçпе вăрçă ветеранне хăй хăш-пĕр çăмăллăхсемпе усă курайманни пăшăрхантарать. Акă, темиçе çул ĕнтĕ çăмăл автомашина илме черетре тăрать вăл. Хăй ĕмĕрĕнче ун çине ларса кураймасси çинчен сăмах пуçарсан унăн кăмăлĕ вир пĕрчи пысăкăш хурланчĕ.

 

 



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
17 мая 2008
00:00
Поделиться
;