Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Чи нумай вулакансем

Районти тĕп библиотекăра “Чи нумай кĕнеке вулакан çемье” районти конкурсăн бенефисĕ (спектаклĕ) иртнĕ. Унта çĕнтерÿçĕ-çемьесем хутшăннă. Кусем вĕсем - Элĕк салинчи Матвеевсем тата Сурăмпуç Шĕмшеш ялĕнчи нумай ачаллă Терентьевсем. Конкурса хутшăнса вĕсем тĕрлĕрен тематикăллă нумай-нумай кĕнеке вуланă. Тĕл пулу каçне килнисем кĕнекен пурнăçри  вырăнĕ çинчен каласа панă, хăйсем вуланă пирвайхи кĕнекесене аса илнĕ. Алена, Вера, Нина Терентьевăсем ашшĕ хăйсене тутлă ыйха путас умĕн юмахсен кĕнекине вуласа панине аса илнĕ. Матвеевсен ачисен те пĕрремĕш кĕнекесем çинчен кăмăллă асаилÿсем юлнă.

Бенефисра классиксемпе ку чухнехи поэтсем çемье, кĕнеке вулани çинчен çырнă сăвăсем янăранă.

Терентьевсем библиотекăна музыка ыйтăвĕсемпе çырнă 45 кĕнеке парнеленĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
21 мая 2008
00:00
Поделиться
;