Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Уявра юрă-кĕвĕ янăрарĕ

Районти хуçалăхсенче уй-хир ĕçĕсем вĕçленнĕпе пĕрех ĕнтĕ. Çавна май яланхи йăлапа ĕçпе юрă тата спорт уявĕсем ирттереççĕ. Майăн 17-мĕшĕнче “Правда” уçă акционерлă обществăра çакăн йышши уяв иртрĕ. Столовăй вырнаçнă лапамра суту-илÿ точкисем ĕçлерĕç. Обществăн учредителĕ И.А.Александровпа генеральнăй директорĕ Л.П.Леонтьева уй-хир ĕçченĕсемпе ял çыннисене уяв ячĕпе саламларĕç, пархатарлă ĕçшĕн тав турĕç. Ял çыннисем Шупашкар районĕнчи Çĕньялти ушкăнăн тата вырăнти юрă-ташă ăстисен пултарулăхĕсемпе паллашрĕç.

Ĕçре палăрнă механизаторсене, ферма тата уй-хир  ĕçченĕсене преми пачĕç.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
21 мая 2008
00:00
Поделиться
;