Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Юратна кукамай

Якунекасси ялĕнче пурăнать Федосия Петровна Васильева. 1916 çулта Сатлайкăра çуралнă вăл. Пысăк çемьере ÿснĕ, кÿршĕ ялти Илларион Васильева качча тухнă. Çамрăксем колхозра ĕçленĕ. Аслă вăрçă кĕрлесе тухнă та, Иллариона фронта илсе кайнă. Федосия, кĕçех ача çуратмалласкер, пĕчĕкçĕ хĕр ачипе хунямăшĕн килĕнче тăрса юлать. Нимĕнле йывăрлăхран та хăрамасть хĕрарăм, кирек епле ĕçе те хутшăнать: килте те, колхозра та. Вăрман касмалла-и  - унта та пăчкă туртать вăл. Акă тата  Ленинградран хура хыпар килсе çитет: упăшки вилнĕ. Апла пулин те пуçне усмасть Федосия - ялпа-йышпа пĕрле ĕçлет.

Темĕн те чăтнă, темĕн те тÿснĕ хăйĕн кĕскех мар  пурнăçĕнче Федосия Петровна. Анчахрах пĕртен-пĕр ывăлне пытарнă. Хальхи вăхăтра вăл кинĕпе, Галинăпа, тата унăн ачисемпе пĕрле пурăнать. Юратаççĕ, хисеплеççĕ асламăшне мăнукĕсем


"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
21 мая 2008
00:00
Поделиться
;